ПУРИНЧЕН МАЛТАН – Telegram
ПУРИНЧЕН МАЛТАН
2.39K subscribers
14.3K photos
1.49K videos
3 files
449 links
Хыпарсене никамран малтан пĕлтеретпĕр
Download Telegram
This media is not supported in your browser
VIEW IN TELEGRAM
🔸 Паян админ канать...

Ҫӗнӗ ҫул ячӗпе, «Пуринчен малтан» телеграм-каналӑн подписчикӗсем!
16🤩7😇4🤣3🔥2😁2🎉2❤‍🔥1👍1💯1
🔸 Чӑваш Енре кӑҫал чи пӗрремӗш ҫуралнӑ ача – арҫын ача

Вӑл Канашра сехет 12 хут ҫапнӑ хыҫҫӑн 22 минутран ҫут тӗнчене килнӗ. Чӑн-чӑн пӑхаттир: 4066 грамм йывӑрӑш, 54 сантиметр ҫӳллӗш.

Сывлӑхлӑ ҫитӗнтӗр!
🙏27👏1310🔥5❤‍🔥1
🔸 Шупашкар «Раҫҫей хули. Наци суйлавӗ» конкурсра ҫӗнтернӗ!

Сасӑлав ӗнер, раштавӑн 31-мӗшӗнче, 12:00 сехетре вӗҫленнӗ. Шупашкар 181 пин ытла сасӑ пухса 1-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Иккӗмӗш вырӑнта – Нальчик, виҫҫӗмӗшӗнче – Курск.

Сӑмах май, Шупашкар ҫак конкурсра 2013 тата 2019 ҫулсенче те ҫӗнтернӗ.
👍16🔥117
Тупсӑмне пӗлӗр: ҫÿпçе пек хăвăл, турчăка пек кукăр.
Anonymous Quiz
14%
Мӑрье
81%
Ҫӑматӑ
4%
Хӗвел ҫаврӑнӑш
0%
Парӑнатӑп!
👍10🔥42🙉2
🔸 Ҫак кунсенче Чӑваш Енре мобильлӗ интернет ҫукки ҫынсене хӑрушсӑрлӑхпа тивӗҫтерессипе ҫыхӑннӑ

Кун пирки ЧР цифра министрӗ Михаил Степанов пӗлтернӗ. Министр каланӑ тӑрӑх, ку мерӑна федераци службисем йышӑннӑ. Мобильлӗ интернет пач ҫук мар, «шурӑ списокри» приложенисем ӗҫлеҫҫӗ. Ҫав шутра – Яндекс экосистемин ресурсӗсен, банксен, такси, маркетплейссен приложенийӗсем, Макс мессенджер.

Сирӗн мобильлӗ интернет пур-и?
🙉107👍5🔥3❤‍🔥1
🔸 Канаш округӗнчи аварире 3 ҫын вилнӗ, ҫав шутра – 7 уйӑхри ача

Авари ӗнер каҫхине 21:20 сехетре пулнӑ. Правасӑр юлнӑ 50-ри арҫын «Киа» машинӑпа хирӗҫ ҫул ҫине тухса «Фордпа» ҫапӑннӑ. «Фордра» 5 пассажир пулнӑ: 3 хӗрарӑм тата 2 ача. Руль умӗнче пулнӑ 37-ри арҫын (вӑл Владимир облаҫӗнчен) тата амӑшӗн алли ҫинче пынӑ 7 уйӑхри ача вилнӗ. «Киа» водителӗ хӑй те васкавлӑ медпулӑшу киличчен сывлама пӑрахнӑ. 4 ҫын, ҫав шутра 6-ри ача та, аманнӑ.

Халӗ тӗрӗслев пырать.
🙏11😱84😢2🕊1
🔸Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫул урлӑ каҫмалли ҫӗрте вырӑсла тата чӑвашла асӑрхаттарса ҫырнӑ

Ҫырни ҫине каҫхине ҫутӑ ӳкет. Ҫакна ҫуран ҫӳрекенсен хӑрушсӑрлӑхӗшӗн тунӑ.

Эсир ун пеккине асӑрханӑ-и?
👍18🙏53🔥2❤‍🔥1
🔸 Кӑрлачӑн 1-мӗшӗнче республикӑра 13 ача ҫуралнӑ

Вӗсенчен 7-шӗ – арҫын ача, 6-шӗ – хӗрача. Пӗр ҫемьере йӗкӗреш арҫын ача ҫуралнӑ.
16👏6🙏3👍2🔥2❤‍🔥1🎉1
Кӑрлачӑн 2-мӗшӗ – салатсене асӑнмалли кун

Ҫак кун хӗрарӑмсем пӑсӑлнӑ салатсене кӑларса пӑрахма тытӑнаҫҫӗ, ҫитес ҫул сахалрах хатӗрлеме тупа тӑваҫҫӗ.

🤣 Эсир салатсене ҫисе ятӑр-и?
🤣9😁4🔥2❤‍🔥11🤩1
🔸 Тӗп банк кӑҫал Чӑваш Ен символикиллӗ 10 тенкӗлӗх укҫа кӑларӗ

Вӑл « Раҫҫей Федерацийӗ» серин пӗр пайӗ, «Раҫҫей регионӗсем» коллекцин тӑсӑмӗ пулӗ. Укҫа ҫине Чӑваш Ен гербне «Пурнӑҫ йывӑҫҫипе» тата виҫӗ хӗвелпе сӑнлӗҫ. Тиражӗ – 1 миллион.
👍227👏5❤‍🔥2🔥1
🔸 Шӑмӑршӑ округӗнчи Баскак ялӗнче пулнӑ пушарта 1 ҫулти хӗрача вилнӗ

Инкек ӗнер пулнӑ — 42 ҫулти хӗрарӑмӑн ҫуртӗнче пушар тухнӑ. Ҫав вӑхӑтра вӑл картишре ӗҫленӗ, упӑшкипе аслӑ ачисем вара килте пулман. Пӳртре 1 ҫулти хӗрача пулнӑ. Ҫурт ҫунма тытӑннине курсан хӗрарӑм хӗрне ҫӑлма чупнӑ, ӑна урама йӑтса тухнӑ. Вӗсене больницӑна илсе ҫитернӗ.

Анчах, шел те, пӗчӗк хӗрача паян вилнӗ.
😢194🙏4
Тупсӑмне пӗлӗр: шăрчĕ пур та — сысна мар, çури пур та — лаша мар.
Anonymous Quiz
16%
Хир сысни
64%
Чӗрӗп
17%
Пулӑ
2%
Шел те, манӑн хурав ҫук
7
🔸Паян юр ҫума чарӑнчӗ, анчах нумайлӑха мар

«Погода 21» сайт пӗлтернӗ тӑрӑх, кӗҫех республикӑна каллех циклон килӗ: кӑрлачӑн 7-10-мӗшӗсенче 15-20 см хулӑнӑш таран юр ҫума пултарӗ.
Юр ыран каҫхинех ҫума тытӑнӗ, юнкун кунӗпех ҫӑвӗ. Кӗҫнерникун кӑштах чарӑнӗ, термометр 0 градус е тата ӑшӑрах кӑтартӗ. Каҫхине вара каллех юр ҫума пуҫлӗ те шӑматкун ирччен ҫӑвӗ.
Кӑрлачӑн 8-9-мӗшӗсенче республикӑн кӑнтӑр-анӑҫ районӗсенче пӑрлӑ ҫумӑр ҫума пултарать. Хальхинче ҫил-тӑман вӗҫтерни мар, йӗпе юр ҫуни хӑрушлӑх кӑларса тӑратӗ: вӑл пралуксем, йывӑҫсем ҫине ҫыпӑҫӗ.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес эрнере 10-15 градус сивӗ пулӗ, ҫӗрлесерен вара – 20-25 градус.
54🙏4👍2❤‍🔥1🔥1
🔸 Тутарстанри Менделеевск хулинче 10-ри икӗ арҫын ача тӑвайккинчен ярӑнма кайнӑ та канализаци люкне кӗрсе ӳксе вилнӗ

Ачасем телефона тытманнине, мессенджерти ҫырусене вуламаннине кура ашшӗ-амӑшӗ пӑлханса ӳкнӗ. Икӗ ҫемье ачасене ҫӗрӗпе шыранӑ. Пӗрин ашшӗ ывӑлӗн япалисене уҫӑ люк патӗнчен инҫех мар выртнине курсан ҫӑлавҫӑсене чӗннӗ. Ҫав вырӑнта икӗ уҫӑ люк пулнӑ: пӗри пушӑ, тепри – шывпа тулнӑскер. Иккӗмӗшӗнче ачасен виллисене тупнӑ.

Ку инкек тӗлӗшпе уголовлӑ ӗҫ пуҫарнӑ.
😱153🤯3🙏3🙉3
🔸 Ҫӗнӗ Шупашкарта ашшӗ-амӑшӗ йӑпӑртлӑха килтен тухсан 7-ри ывӑлне хӑйсен телефонне парса хӑварнӑ. Вӗсем таврӑннӑ ҫӗре счет ҫинчен 53 пин тенкӗ ҫухалнӑ.

Ача пӗр сообществӑра «тӳлевсӗр» 25 пин роблокс пани пирки пӗлтерӳ курнӑ та каҫӑ ҫине пуснӑ. Унтан мессенджерта унпа хӗрарӑм ҫыхӑннӑ, телефон экранне ӳкерсе ярса пама хушнӑ. Кун хыҫҫӑн вӑл каласа пынипе ача банк приложенине кӗрсе темиҫе номерпе укҫа куҫарнӑ.
😱82🙉2😐1
🔸 Паян Шупашкарта «Овас» суту-илӳ ҫуртӗнче пушар пулнӑ

Унта сӗтел-пукан салонӗ ҫунма тытӑннӑ. Ултӑ ҫын урама хӑйсем тӗллӗн тухайман, вӗсене ҫӑлавҫӑсем пулӑшнӑ.

200 тӑваткал метр лаптӑк ҫинчи пушара 14 техника сӳнтернӗ.
🙏11🤯3🙉3💔1
Тупсӑмне пӗлӗр: ҫурăмĕ малта, хырăмĕ кайра.
Anonymous Quiz
4%
Ӗне
9%
Кӑвакал
74%
Ура туни
7%
Хӑмпӑ
6%
Пӗлместӗп...
👍10🙏3🤣31