ПУРИНЧЕН МАЛТАН – Telegram
ПУРИНЧЕН МАЛТАН
2.39K subscribers
14.3K photos
1.49K videos
3 files
449 links
Хыпарсене никамран малтан пĕлтеретпĕр
Download Telegram
❗️ Халăх календарĕпе паян Евпатий Коловрат кунӗ.

▶️ Халӑх ӗненӗвӗ тӑрӑх Евпатий Коловрат кунӗ - хӑрушӑ кун. Пӗччен вӑрмана, пулла е сунара кайма юраман.
▶️ Сурӑхсен ҫӑмне илме вӑхӑт. Хӗле кӗриччен ҫӗнерен ӳсме ӗлкӗрет. Ҫӑма тасатмалла, таптарттармалла, унтан арласа ҫип тумалла. Хӗлле тӑхӑнма ҫӑм нускисемпе алсишсем ҫыхмалла.

Халӑх сӑнанинчен:

- Евпатий кунӗ уяр пулсан кӗркунне типӗ те хитре пулать тенӗ.
- Юхан шыв ҫийӗн тӗтре карса илнӗ - уяр кунсем вӑраха тӑсӑлӗҫ.
- Хӗвел тухнӑ чух ҫумӑр ҫӑвать - йӗпе-сапа вӑраха тӑсӑлать.

✅️ Василий, Мария, Максим, Александр, Федор, Макар, Марк ятлисем паян менелникне уявлаҫҫӗ.

Ырӑ та кӑмӑллӑ кун сунатпӑр сире, хисеплӗ тӑванӑмӑрсем!
👍22
❗️Пан улмине тĕрĕс мĕнле татмалла?

Пан улмине ирхине, сывлăм типсенех, татмалла. Ĕлкĕреймесен ĕçе каçхине вĕçлемелле. Анчах кăнтăрла мар! Татнă пан улмине те хĕвел çинче хăварма юрамасть. Ăна тÿрех сулхăна илсе кĕмелле е путвала хумалла.

Çимĕçе перчеткепе татмалла. Чĕрнепе ăнсăртран чĕртерни вăрах упранмасть, çĕрме тытăнни вара ыттисене те çĕрĕк чирĕ ертет.

Пан улмине çумĕнчи турачĕпе /плодоножка/ татсан ытларах вăхăт упранать.

Çимĕçе татма улмуççин аялти турачĕсенчен пуçламалла, ерипен çÿлелле куçмалла.

Пан улми çинчи тусана сăтăрса тасатма юрамасть — вăл уншăн хăйне евĕрлĕ чи пĕлтерĕшлĕ хÿтĕлев шутланать.

Управа пан улмисене уйрăмшар — шултри е вĕтти — хумалла.
👍121
❗️Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблĕ çумĕнчи ачасен студине 5-12 çулсенчи шăпăрлансене йышăнаççĕ.

Ачасене пултарулăхне кура суйлаççĕ.

Вĕсен çурла уйăхĕн 25-мĕшĕнче 17 сехетрен пуçласа 19 сехетчен республикăри Халăхсен туслăх çуртĕнче ăсталăхне кăтартма май пур.

Ку йыш Чăваш патшалăх ансамбльне йĕркеленĕренпе 100 çул çитнине халалланă уяв мероприятийĕсене хутшăнĕ.
🔥6👍5
This media is not supported in your browser
VIEW IN TELEGRAM
❗️Юрий Кашкăр ятарлă çар операцине хутшăнакансене халалласа юрă шăрантарать.

Паян Чăваш Енрен черетлĕ гуманитари пулăшăвĕ ăсатрĕç.
👍27🔥3🙏32👎1🕊1
❗️Салам, юратнӑ Чӑваш Ен!

✅️ Паян республикӑра улшăнса тăракан пӗлӗтлӗ ҫанталӑк пулать, хушӑран уяртать.

Сывлӑш температури +10 градусран пуҫласа +15 градус таран пулать.

Ҫил тӗрлӗ енчен ҫеккунтра 2-7 метр хӑвӑртлӑхпа вӗрет.

Атмосфера пусӑмӗ: 744 мм.
Сывлӑшри нӳрӗк: 40%.
👍112👏1
❗️ Халăх календарĕпе паян Фотий кунӗ

▶️ Паянтан хӗрт-сурт та кӗркуннене хатӗрленме пуҫлать тенӗ.
▶️ Фотий кунӗнче сырлан татнӑ. Ҫак кунсенче вӑл уйрӑмах сиплӗ тенӗ.
▶️ Паянхи кун хӗр килӗшме (ҫураҫма) кайма юраман. Фотий кунӗнче чӑмӑртаннӑ мӑшӑр телейлӗ пулас ҫук тенӗ.
▶️ Ҫанталӑк кӗр енне сулӑннӑ - ӑшӑрах тӑхӑнма пуҫламалла. Фотий кунӗнче уйрӑмах ӑшӑ тум-тир тумланма хушнӑ. Паян шӑнса пӑсӑлакан ҫын хӗлӗпех аптрать тенӗ.

Халăх сăнанинчен:

- Фотий кунӗнче ҫумӑр - кӗркунне йӗпе-сапа пулӗ.
- Паянхи кун типӗ те ӑшӑ - кӑмпа нумай пулать.

Василий, Антон, Яков, Ефим, Герман, Сергей, Александр, Леонид, Михаил, Федор, Матвей, Николай, Алексей, Илья, Аркадий, Дмитрий, Петр, Иван, Степан, Памфил, Вячеслав, Виссарион ятлисем паян менелникне уявлаҫҫӗ.

Ырӑ та кӑмӑллӑ кун сунатпӑр сире, хисеплӗ тӑванӑмӑрсем!
👍17
Ик ҫыран хушшинче улӑп выртать. (Тупмалли юмах)
Anonymous Quiz
3%
Ӗҫкӗҫ
2%
Ӗне
93%
Кӗпер
2%
Патак
👍8😁3🤔1
Республикӑн куҫ чирӗсене сиплекен клиника больници ачасене тӗрӗслет.

Уҫӑ алӑксен кунӗ ҫурла уйăхĕн 26-мӗшӗнче иртет. Пӗчӗк пациентсен куҫ ҫивӗчлӗхне тӗрлӗ аппаратсемпе тӗрӗслеҫҫӗ, унтан тухтӑрсем сӗнӳ-канаш параҫҫӗ.
Кӑмӑл тӑвакансене ҫырӑнма ыйтаҫҫӗ: 8(8352) 51-36-54.
👍9
❗️ Сӗнтӗрвӑрри тата Куславкка округӗсенче "Астӑвӑм сукмакӗ" велочупу иртнӗ.

Ӑна Вырӑс географи обществин республикӑри уйрăмӗ йӗркеленӗ. Велочупӑва хутшăнакан 60 ҫын Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче чавса тунӑ тарӑн окопсене ҫитсе курнӑ. Сӗнтӗрвӑрри округӗнче вӗсем Чӑнкас, Карапаш, Покровски, Октябрьски ялӗсем ҫумӗнче сыхланса юлнӑ. Ҫавӑн пекех, велочупӑва хутшăнакансем Куславкка округĕнчи вырнаҫнӑ мемориала, хӳтĕлев чиккисене хӑпартнӑ тыл ӗҫченӗсен ячӗпе ҫӗкленӗ ас тӑвӑм комплексне ҫитсе курнӑ.
👍10👏1
❗️Чăваш Ене Раççейри паллă сыр пĕçерекен килсе çитнĕ.

«Русский пармезан» никĕслевçи Олег Сирота паян Фермерсен слетне хутшăнать. Вăл хăйĕн ĕçĕ-хĕлӗпе паллаштарĕ, чăваш фермерĕсенчен вĕренĕ. Унăн тепĕр тĕллев те пур – Чăваш Ен «Халăх фермерĕ» ассоциацие кĕресси çинчен килĕшÿ хатĕрлесси.
👍12🔥1
❗️Владимир Левуковăн «Ĕмĕр пĕрле пуласчĕ» кĕнеки пичетленсе тухнă.

Чăваш кĕнеке издательствинче кун çути курнăскере икĕ повеçпе калавсем кĕнĕ.

Хайлавсенче çыравçă тĕрлĕ тема хускатать. «Авăра кĕрсе юлнă шыв» повеçре тин кăна педагогика училищинчен вĕренсе тухнă Чистай районĕнчи чăваш хĕрĕсем Аксу тăрăхне шкула вырнаçма каяççĕ. Кĕтмен пулăм чылай унта, чуна çатăрлакан самант та сахал мар.

«Ĕмĕр пĕрле пуласчĕ» повеçре çемьеллĕ пурнăç тĕпре. Пĕринпе килĕштерсе çӳренĕ çĕртенех Марине тĕп сăнар хăй пачах юратман çынпа пĕрлешет. Чăн чăваш хĕрарăмĕ пек, пĕтĕм пурнăçне ачисемшĕн тăрăшса ирттерет вăл.

Кĕнекере çавăн пекех тăватă калав вырăн тупнă.
👏10👍31🔥1🤔1
❗️Кĕркунне çитсен çанталăк ăшăтĕ.

🌦Унччен вара сивĕрех пулĕ. Шăматкун 13-18 градус ăшăпа çырлахма тивĕ.

🌦Вырсарникун пĕлĕтлĕ çанталăк кĕтет, кăштах çумăр çăвĕ, çил вăйланĕ. Шупашкарта 12-14 градус ӑшӑ пулĕ.

🌦Тунтикун çумăр чарăнĕ, анчах çил тата вăйланĕ. Ирхине сывлăш температури +5-10 градус пулĕ.

🌦Ытларикун çанталăк лайăхланма тытăнĕ, çил лăпланĕ, хĕвел вăйлăрах хĕртĕ.

🌦Эрне варринче сывлăш температури +15-20 градус пулĕ.

🌦Çурла уйăхĕн 31-мĕшĕнче 25 градус таран ăшăтĕ.

🌦Авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче республикăра +24-29 градус пулĕ.
👍14🔥1🤔1