ПУРИНЧЕН МАЛТАН – Telegram
ПУРИНЧЕН МАЛТАН
2.4K subscribers
14.3K photos
1.49K videos
3 files
450 links
Хыпарсене никамран малтан пĕлтеретпĕр
Download Telegram
❗️ Урмаелте пурăнакан Ильгиз Пахалов хӑй укҫипе кӗпер ӑсталанӑ.

Бетонран тунӑ каҫма Сенгерей тата Приовражный урамсене ҫыхӑнтарать, ҫырма урлӑ кӗске ҫул хывать. Шкул ачисем валли ҫак кӗпер - пысӑк парне, мӗншӗн тесен халиччен вӗсен шкула тавра ҫулпа утмалла пулнӑ.
👍16👏51
Инкекре тарнӑ...

Вӑрмар поселокĕнче 18 ҫула ҫитмен икӗ ҫамрӑк мотоциклпа ярӑннӑ. Тӗттӗмре техникӑна тытса чарайман та пырса ҫапӑннӑ. Хыҫра ларса пынӑ 14 ҫулти каччӑ ларкӑчран тухса ӳкнӗ. Аманнӑскер, самантрах пурнăçран уйрăлнӑ. Руль умӗнче ларнӑ ача киле васканӑ...

Ҫул-йӗр инспекторĕсем ӑна тӳрех тупнӑ. Ашшӗ-амӑшӗпе пӗрле пӗтӗмпех ыйтса пӗлнӗ. Мотоцикл хуҫи тӗлӗшӗпе водитель удостоверенисӗр ҫынна техникӑна шанса панишӗн административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ.
👍11😱3🤔2
Канаш округĕнчи Карӑклӑ ялĕнче ятарлӑ ҫар операцийӗнче паттăрла ҫапӑҫса пуҫ хунӑ ентешне, Хӑюлӑх Орденне тивĕçнӗ Кирилл Александрова асӑнса палӑк уҫнӑ.
🙏131
10-11-мĕш классем валли Тăван чăваш чӗлхине вӗренмелли кӗнеке пичетленсе тухнă

Пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӗренӳ учрежденийӗсен 10-11-мӗш класӗсенче тăван чăваш чӗлхине вӗренме Чăваш кӗнеке издательствинче нумай пулмасть çӗнӗ вӗренӳ кӗнеки пичетленсе тухнӑ. Унăн авторӗ – филологи ăслăлăхӗсен кандидачӗ Юрий Виноградов, рецензенчӗсем – филологи ăслăлăхӗсен кандидачӗсем Т.В.Денисова, А.П.Долгова тата филологи ăслăлăхӗсен докторӗ А.М.Иванова.
👏7👍2
Шкул ачисене вӗри апатпа округсенчи апатлану предприятийĕсем тивĕçтерсе тӑрӗҫ.

Кӑҫалтан шкул столовӑйӗсем аутсорсинг мелӗпе ӗҫлеме тытăнаҫҫӗ. Вӗсене хатӗр апат илсе килсе парӗҫ. Апата пирӗн республикӑри аграрисемпе фермерсем туса илнӗ паха пахча ҫимĕҫпе сӗт - ҫу юр-варӗнчен пӗҫерӗҫ.

Ҫӗнӗ меслетпе 278 ялти шкул ӗҫлеме тытӑнӗ.
👍15
❗️Салам, юратнӑ Чӑваш Ен!

✅️ Паян республикӑра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк пулать.

Сывлӑш температури +11 градусран пуҫласа +16 градус таран пулать.

Ҫил ҫурҫӗр хӗвел анӑҫӗнчен ҫеккунтра 2-4 метр хӑвӑртлӑхпа вӗрет.

Атмосфера пусӑмӗ: 739 мм.
Сывлӑшри нӳрӗк: 61%.
👍143
❗️ Халăх календарĕпе паян - Михей кунӗ.

▶️ Михей кунӗнче Успени типпи вӗҫленет. Туй кӗрлеттермелли вӑхӑт пуҫланать. Ҫавӑнпа та Михей кунӗнче хӗр ҫураҫма ҫӳренӗ.
▶️ Паянтан ирхи сивӗсем пуҫланаҫҫӗ. Ҫулҫӑсем сарӑхма, ӳкме тытăнаҫҫӗ. Хресченсем хӗл валли ҫунасем юсама, хӗрарӑмсем вара хӗлле тӑхӑнмалли тум-тире тирпей кӗртме пуҫланӑ.
▶️ Михей кунӗнче хыттăн калаҫма, тавлашма, кӑшкӑрма, вӑрҫӑнма юрамасть.

Халăх сăнанинчен:

- Паянхи кун епле - кӗркунне ҫапла.
- Ҫӗнӗ уйӑх Михей кунне лекет пулсан тепӗр эрнерен ҫанталӑк тӑруках улшăнать тенӗ.
- Тӑрнасем халех кӑнтӑра вӗҫсе каяҫҫӗ - кӗркунне ир килет. Юпа уйăхĕнче тӑм ӳкет.


✅️ Василий, Евдокия, Владимир, Александр, Федор, Матвей, Николай, Алексей, Аркадий, Семен, Ева ятлисем паян менелникне уявлаҫҫӗ.

Ырӑ та кӑмӑллӑ кун сунатпӑр сире, хисеплӗ тӑванӑмӑрсем!
👍152
❗️ Ҫӗмӗрлесем чи лайăх халӑх дружинникне суйланӑ.

Дружинникӑн общество йӗркине епле пӑхӑннине сӑнамалла, ҫавна май, сывлӑх енчен те тӗреклӗ кӗлеткеллӗ, ҫирӗп вӑй-халлӑ пулмалла. Ҫакна тӗпе хурса округри дружинниксем ӑмӑртӑва пуҫтарӑннӑ. Тупӑшу Турханта, Валерий Ярды ячӗллӗ спорт шкулĕн стадионӗнче иртнӗ. Дружинниксем спортӑн тӗрлӗ енӗпе тата пӗрремӗш медицина пулӑшӑвӗ кӳрессинче, саккунсене епле пӗлнинче тупӑшнӑ.

Ҫӗнтерӳҫӗ ята Геннадий Алексеевич Улисов тивĕçнӗ.
👍17