ПУРИНЧЕН МАЛТАН – Telegram
ПУРИНЧЕН МАЛТАН
2.39K subscribers
14.3K photos
1.49K videos
3 files
449 links
Хыпарсене никамран малтан пĕлтеретпĕр
Download Telegram
❗️«Ылтăнлă» пулнă.

Чăваш Ен кулинарĕсен ассоциацийĕ нумаях пулмасть Ĕпхÿре иртнĕ «GastroMaster» Пĕтĕм тĕнчери кулинари чемпионатне хутшăннă.
Конкурсра Пушкăртстан, Тутарстан, Удмурти, Оренбург, Чăваш Ен кулинарĕсем тупăшнă.

Шупашкарти апатланупа технологи техникумĕн преподавателĕ Наталья Александрова уяв сĕтелĕ хатĕрлессипе, салфеткăна илемлĕн хурассипе ăсталăх класĕ ирттернĕ, сĕтел хушшинчи этикет йĕркипе паллаштарнă. «Планета» кондитер фабрикин производство ертÿçи Юрий Сиволюб «Арт-класс» номинацире ылтăн медале тивĕçнĕ.
👍11👏1
❗️Чăваш драма театрĕ Иоаким Максимов-Кошкинский драматурга, актера, режиссера халалланă ĕçпе пултарулăх сезонне уçать.

Авăн уйăхĕн 14-мĕшĕнче Иоаким Максимов-Кошкинский çуралнăранпа 130 çул çитет. Театр ĕçченĕсем куракансем валли «Ĕмĕтленнĕ ĕмĕтсем...» программа хатĕрленĕ.

Унччен маларах артистсем унăн çуралнă тăрăхне — Тутарстана — кайса килĕç. Унта «Туя туй пек тăвар-и?» спектакль кăтартĕç.
👍173
❗️Салам, юратнӑ Чӑваш Ен!

✅️ Паян республикӑра улшăнса тăракан пӗлӗтлӗ ҫанталӑк пулать.

Сывлӑш температури +11 градусран пуҫласа +16 градус таран пулать.

Ҫил ҫурҫӗр хӗвел анӑҫӗнчен ҫеккунтра 2-4 метр хӑвӑртлӑхпа вӗрет.

Атмосфера пусӑмӗ: 744 мм.
Сывлӑшри нӳрӗк: 51%.
👍122
❗️Халăх календарĕпе паян - Тихон кунӗ.

▶️ Ҫветтуй Тихон кил-ҫурта - пушартан, ҫемьене - инкекрен сыхлать тесе ӗненнӗ.
▶️ Паянтан хӗле хатӗрленме тытӑнмалла: ӑшӑ тум-тир тата атӑ-пушмак кӑлармалла, ҫуллахи япаласене пуҫтарса хумалла.

Халăх сăнанинчен:

- Тихӑн кунӗнче ҫил ҫук пулсан, кайран эрнипе асар-писер ҫил пулӗ тенӗ.
- Хурӑн тӑрри тӑруках саралнӑ - кӗҫех тӑм ӳкме тытăнать.
- Ҫамрӑк уйӑх мӑйракипе аялалла пӑхать - сивӗтессе.
- Ирпе тӗтре карса илнӗ - вӑрманта кӑмпа нумай тухнӑ.


✅️ Василий, Яков, Евдокия, Максим, Николай, Алексей, Константин, Парамон, Тихон, Ксения, Иван ятлисем паян менелникне уявлаҫҫӗ.

Кану кунĕсем аван иртчӗр! Кӑмӑллӑ тӗл пулусемпе, хаваслӑ самантсемпе тулли пулччӑр!
👍17
❗️ Ҫӗрпӳсем ку эрнери вырма паттӑрӗсене палӑртнӑ.

Чи маттур комбайнер "Куснар" агрофирмӑра тӑрӑшакан Александр Пушков пулнӑ. "Чи лайăх механизатор" ята ку эрнере "ВДС" хуҫалӑхра ӗҫлекен Анатолий Евдокимов тивĕçнӗ. Пуринчен маттур водитель вара хальхинче - Александр Артемьев пулнӑ ( А.В.Артемьев фермер хуҫалӑхӗ).

Ҫӗнтерӳҫӗсене вымпелпа, асӑнмалӑх парнепе чысланӑ тата район хаçатне ҫырӑнса панӑ.
👍13
❗️ Урмаелте пурăнакан Ильгиз Пахалов хӑй укҫипе кӗпер ӑсталанӑ.

Бетонран тунӑ каҫма Сенгерей тата Приовражный урамсене ҫыхӑнтарать, ҫырма урлӑ кӗске ҫул хывать. Шкул ачисем валли ҫак кӗпер - пысӑк парне, мӗншӗн тесен халиччен вӗсен шкула тавра ҫулпа утмалла пулнӑ.
👍16👏51
Инкекре тарнӑ...

Вӑрмар поселокĕнче 18 ҫула ҫитмен икӗ ҫамрӑк мотоциклпа ярӑннӑ. Тӗттӗмре техникӑна тытса чарайман та пырса ҫапӑннӑ. Хыҫра ларса пынӑ 14 ҫулти каччӑ ларкӑчран тухса ӳкнӗ. Аманнӑскер, самантрах пурнăçран уйрăлнӑ. Руль умӗнче ларнӑ ача киле васканӑ...

Ҫул-йӗр инспекторĕсем ӑна тӳрех тупнӑ. Ашшӗ-амӑшӗпе пӗрле пӗтӗмпех ыйтса пӗлнӗ. Мотоцикл хуҫи тӗлӗшӗпе водитель удостоверенисӗр ҫынна техникӑна шанса панишӗн административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ.
👍11😱3🤔2
Канаш округĕнчи Карӑклӑ ялĕнче ятарлӑ ҫар операцийӗнче паттăрла ҫапӑҫса пуҫ хунӑ ентешне, Хӑюлӑх Орденне тивĕçнӗ Кирилл Александрова асӑнса палӑк уҫнӑ.
🙏131
10-11-мĕш классем валли Тăван чăваш чӗлхине вӗренмелли кӗнеке пичетленсе тухнă

Пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӗренӳ учрежденийӗсен 10-11-мӗш класӗсенче тăван чăваш чӗлхине вӗренме Чăваш кӗнеке издательствинче нумай пулмасть çӗнӗ вӗренӳ кӗнеки пичетленсе тухнӑ. Унăн авторӗ – филологи ăслăлăхӗсен кандидачӗ Юрий Виноградов, рецензенчӗсем – филологи ăслăлăхӗсен кандидачӗсем Т.В.Денисова, А.П.Долгова тата филологи ăслăлăхӗсен докторӗ А.М.Иванова.
👏7👍2
Шкул ачисене вӗри апатпа округсенчи апатлану предприятийĕсем тивĕçтерсе тӑрӗҫ.

Кӑҫалтан шкул столовӑйӗсем аутсорсинг мелӗпе ӗҫлеме тытăнаҫҫӗ. Вӗсене хатӗр апат илсе килсе парӗҫ. Апата пирӗн республикӑри аграрисемпе фермерсем туса илнӗ паха пахча ҫимĕҫпе сӗт - ҫу юр-варӗнчен пӗҫерӗҫ.

Ҫӗнӗ меслетпе 278 ялти шкул ӗҫлеме тытӑнӗ.
👍15
❗️Салам, юратнӑ Чӑваш Ен!

✅️ Паян республикӑра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк пулать.

Сывлӑш температури +11 градусран пуҫласа +16 градус таран пулать.

Ҫил ҫурҫӗр хӗвел анӑҫӗнчен ҫеккунтра 2-4 метр хӑвӑртлӑхпа вӗрет.

Атмосфера пусӑмӗ: 739 мм.
Сывлӑшри нӳрӗк: 61%.
👍143