ПУРИНЧЕН МАЛТАН – Telegram
ПУРИНЧЕН МАЛТАН
2.39K subscribers
14.3K photos
1.49K videos
3 files
449 links
Хыпарсене никамран малтан пĕлтеретпĕр
Download Telegram
❗️ Сӗнтӗрвӑрри тата Куславкка округӗсенче "Астӑвӑм сукмакӗ" велочупу иртнӗ.

Ӑна Вырӑс географи обществин республикӑри уйрăмӗ йӗркеленӗ. Велочупӑва хутшăнакан 60 ҫын Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче чавса тунӑ тарӑн окопсене ҫитсе курнӑ. Сӗнтӗрвӑрри округӗнче вӗсем Чӑнкас, Карапаш, Покровски, Октябрьски ялӗсем ҫумӗнче сыхланса юлнӑ. Ҫавӑн пекех, велочупӑва хутшăнакансем Куславкка округĕнчи вырнаҫнӑ мемориала, хӳтĕлев чиккисене хӑпартнӑ тыл ӗҫченӗсен ячӗпе ҫӗкленӗ ас тӑвӑм комплексне ҫитсе курнӑ.
👍10👏1
❗️Чăваш Ене Раççейри паллă сыр пĕçерекен килсе çитнĕ.

«Русский пармезан» никĕслевçи Олег Сирота паян Фермерсен слетне хутшăнать. Вăл хăйĕн ĕçĕ-хĕлӗпе паллаштарĕ, чăваш фермерĕсенчен вĕренĕ. Унăн тепĕр тĕллев те пур – Чăваш Ен «Халăх фермерĕ» ассоциацие кĕресси çинчен килĕшÿ хатĕрлесси.
👍12🔥1
❗️Владимир Левуковăн «Ĕмĕр пĕрле пуласчĕ» кĕнеки пичетленсе тухнă.

Чăваш кĕнеке издательствинче кун çути курнăскере икĕ повеçпе калавсем кĕнĕ.

Хайлавсенче çыравçă тĕрлĕ тема хускатать. «Авăра кĕрсе юлнă шыв» повеçре тин кăна педагогика училищинчен вĕренсе тухнă Чистай районĕнчи чăваш хĕрĕсем Аксу тăрăхне шкула вырнаçма каяççĕ. Кĕтмен пулăм чылай унта, чуна çатăрлакан самант та сахал мар.

«Ĕмĕр пĕрле пуласчĕ» повеçре çемьеллĕ пурнăç тĕпре. Пĕринпе килĕштерсе çӳренĕ çĕртенех Марине тĕп сăнар хăй пачах юратман çынпа пĕрлешет. Чăн чăваш хĕрарăмĕ пек, пĕтĕм пурнăçне ачисемшĕн тăрăшса ирттерет вăл.

Кĕнекере çавăн пекех тăватă калав вырăн тупнă.
👏10👍31🔥1🤔1
❗️Кĕркунне çитсен çанталăк ăшăтĕ.

🌦Унччен вара сивĕрех пулĕ. Шăматкун 13-18 градус ăшăпа çырлахма тивĕ.

🌦Вырсарникун пĕлĕтлĕ çанталăк кĕтет, кăштах çумăр çăвĕ, çил вăйланĕ. Шупашкарта 12-14 градус ӑшӑ пулĕ.

🌦Тунтикун çумăр чарăнĕ, анчах çил тата вăйланĕ. Ирхине сывлăш температури +5-10 градус пулĕ.

🌦Ытларикун çанталăк лайăхланма тытăнĕ, çил лăпланĕ, хĕвел вăйлăрах хĕртĕ.

🌦Эрне варринче сывлăш температури +15-20 градус пулĕ.

🌦Çурла уйăхĕн 31-мĕшĕнче 25 градус таран ăшăтĕ.

🌦Авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче республикăра +24-29 градус пулĕ.
👍14🔥1🤔1
❗️«Ылтăнлă» пулнă.

Чăваш Ен кулинарĕсен ассоциацийĕ нумаях пулмасть Ĕпхÿре иртнĕ «GastroMaster» Пĕтĕм тĕнчери кулинари чемпионатне хутшăннă.
Конкурсра Пушкăртстан, Тутарстан, Удмурти, Оренбург, Чăваш Ен кулинарĕсем тупăшнă.

Шупашкарти апатланупа технологи техникумĕн преподавателĕ Наталья Александрова уяв сĕтелĕ хатĕрлессипе, салфеткăна илемлĕн хурассипе ăсталăх класĕ ирттернĕ, сĕтел хушшинчи этикет йĕркипе паллаштарнă. «Планета» кондитер фабрикин производство ертÿçи Юрий Сиволюб «Арт-класс» номинацире ылтăн медале тивĕçнĕ.
👍11👏1
❗️Чăваш драма театрĕ Иоаким Максимов-Кошкинский драматурга, актера, режиссера халалланă ĕçпе пултарулăх сезонне уçать.

Авăн уйăхĕн 14-мĕшĕнче Иоаким Максимов-Кошкинский çуралнăранпа 130 çул çитет. Театр ĕçченĕсем куракансем валли «Ĕмĕтленнĕ ĕмĕтсем...» программа хатĕрленĕ.

Унччен маларах артистсем унăн çуралнă тăрăхне — Тутарстана — кайса килĕç. Унта «Туя туй пек тăвар-и?» спектакль кăтартĕç.
👍173
❗️Салам, юратнӑ Чӑваш Ен!

✅️ Паян республикӑра улшăнса тăракан пӗлӗтлӗ ҫанталӑк пулать.

Сывлӑш температури +11 градусран пуҫласа +16 градус таран пулать.

Ҫил ҫурҫӗр хӗвел анӑҫӗнчен ҫеккунтра 2-4 метр хӑвӑртлӑхпа вӗрет.

Атмосфера пусӑмӗ: 744 мм.
Сывлӑшри нӳрӗк: 51%.
👍122
❗️Халăх календарĕпе паян - Тихон кунӗ.

▶️ Ҫветтуй Тихон кил-ҫурта - пушартан, ҫемьене - инкекрен сыхлать тесе ӗненнӗ.
▶️ Паянтан хӗле хатӗрленме тытӑнмалла: ӑшӑ тум-тир тата атӑ-пушмак кӑлармалла, ҫуллахи япаласене пуҫтарса хумалла.

Халăх сăнанинчен:

- Тихӑн кунӗнче ҫил ҫук пулсан, кайран эрнипе асар-писер ҫил пулӗ тенӗ.
- Хурӑн тӑрри тӑруках саралнӑ - кӗҫех тӑм ӳкме тытăнать.
- Ҫамрӑк уйӑх мӑйракипе аялалла пӑхать - сивӗтессе.
- Ирпе тӗтре карса илнӗ - вӑрманта кӑмпа нумай тухнӑ.


✅️ Василий, Яков, Евдокия, Максим, Николай, Алексей, Константин, Парамон, Тихон, Ксения, Иван ятлисем паян менелникне уявлаҫҫӗ.

Кану кунĕсем аван иртчӗр! Кӑмӑллӑ тӗл пулусемпе, хаваслӑ самантсемпе тулли пулччӑр!
👍17
❗️ Ҫӗрпӳсем ку эрнери вырма паттӑрӗсене палӑртнӑ.

Чи маттур комбайнер "Куснар" агрофирмӑра тӑрӑшакан Александр Пушков пулнӑ. "Чи лайăх механизатор" ята ку эрнере "ВДС" хуҫалӑхра ӗҫлекен Анатолий Евдокимов тивĕçнӗ. Пуринчен маттур водитель вара хальхинче - Александр Артемьев пулнӑ ( А.В.Артемьев фермер хуҫалӑхӗ).

Ҫӗнтерӳҫӗсене вымпелпа, асӑнмалӑх парнепе чысланӑ тата район хаçатне ҫырӑнса панӑ.
👍13
❗️ Урмаелте пурăнакан Ильгиз Пахалов хӑй укҫипе кӗпер ӑсталанӑ.

Бетонран тунӑ каҫма Сенгерей тата Приовражный урамсене ҫыхӑнтарать, ҫырма урлӑ кӗске ҫул хывать. Шкул ачисем валли ҫак кӗпер - пысӑк парне, мӗншӗн тесен халиччен вӗсен шкула тавра ҫулпа утмалла пулнӑ.
👍16👏51